П ĕ л т е р ÿ
Çу (май) уйăхĕн 27 – мĕшĕнче Треньел ялĕнчи
«Çамрăксен утравĕнче» Ял уявĕ иртет.
Уяв программи
· Ялти урамсем пĕрлешсе йĕркеленĕ Вăйă карти
· Концерт
· Спорт вăййисем
· Кассенчи художествăллă пултарулăх ушкăнĕсен номерĕсем
1) Хаваслă ăмăрту
2) Чупасси (урам командисем хушшинче – 2 арçын, 2 хĕрарăм. Шкул ачисем хутшăнмаççĕ.)
3) Калуш ывăтасси (вăййа укçалла кĕмелле)
4) Армспорт (алă вăй виçесси)
5) Лотерей билечĕсем выляттараççĕ (сутма тытăннă).
Ял халăхĕ уява чăваш кĕпи тăхăнса ансан илемлĕ пулмалла!
Ял уявĕ 10 сехетре пуçланать. Вăйă картине пурне те кăмăлтан чĕнетпĕр. Уява ирттерме пулăшас кăмăллисене оргкомитета (Треньел шкулне) пыма сĕнетпĕр.
Оргкомитет