2018 – мӗш ҫула Чӑваш Республикине Иван Яковлевич Яковлев ҫулӗ тесе йышӑннӑ. Иван Яковлевич Яковлев чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ. Кӑҫал вӑл ҫурални шӑпах 170 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа шкулсенче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Пирӗн шкулта та кӗҫӗн классене вӗрентекен Кальметова Н.Н. «Иван Яковлевич Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» уҫӑ урок ирттерчӗ. Урокра районти вӗрентӳ уйрӑмӗн тӗп методисчӗ Миронова Ю.А., каҫхи шкул директорӗ Паймукова О.В., шкул директорӗ Кошкина И.А. пулчӗҫ. Вӗсем урока пысӑк хак парса хакларӗҫ.
Урок проект меслечӗпе иртрӗ. Ачасем вӗрентекен ертсе пынипе хӑйсем тунӑ проектсене хӳтӗлерӗҫ : презентаципе паллашрӗҫ, ӳкернӗ ӳкерчӗксем тӑрӑх Иван Яковлевич калавӗсене аса илчӗҫ, кӗнеке выставкипе паллаштарчӗҫ, калавсенчи афоризмсемпе ӗҫлерӗҫ тата ытти те. Ялшӑн, шкулшӑн, ачасен пуласлӑхӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ А.Т.Красновпа Н.А.Кошкина та аса илсе хӑварчӗҫ. Урока валли ачасем хӑйсем ҫырнӑ сӑввисене вуласа пачӗҫ. Ачасем урокра ҫапла пӗтӗмлетӳ турӗҫ: хамӑрӑн тӑван чӗлхене манмалла мар, унӑн мухтавлӑ ҫыннисене яланах асра тытмалла.