Апрелĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунне халалласа кашни çулах пĕрлĕхлĕ диктант çырас ĕçе ирттереççĕ. Çак кун Треньелĕнчи шкул-сад коллективĕ те парта хушшине ларчĕ, хăйĕн çыру ăсталăхне тĕрĕслерĕ. Ĕçе пурнăçланă май ачасем те, шкулпа садик ĕçченĕсем те чăваш чĕлхине лайăх пĕлни палăрчĕ. «Ăслă ача» текст калăпăшĕ те, содержанийĕ те пуян пулчĕ. Унăн тĕп шухăшĕ воспитани енчен пуриншĕн те усăллă пуласса шанатпăр.