Феврален 23-мĕшĕ – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ. Çак уяв ăрусен мухтавĕпе чысне, паттăр тăван çĕршывăмăрăн чăн-чăн патриочĕ пулнине мăнаçланса палăртмалли кун. Кашни çулах ыранхи кун тăнăçлăхĕпе лăпкăлăхĕшĕн, хăрушсăрлăхĕпе шанчăклăхĕшĕн яваплăха туйса тăракан аттесене, пиччесене, арçын ачасене саламлатпăр. Çак тĕллевпе 3-мĕш класра веренекенсем хăйсен çывăх çыннисене саламлама уяв открыткисем хатерлерĕç. Ĕçе пурте чун-чĕререн тăрăшса пурнăçларĕç. Çывăх çыннисене пĕчĕк туссем ăсталанă открыткăсене илме питĕ кăмăллă пулĕ.