Хавасла ту айкки.

Фотограф: П.Л.Логунова

 Ача-пăча вăййисем пурте сывлăхшăн усăллă. Вĕсене пурне те тенĕ пекех уçă сывлăшра - кил картинче е урамра - ирттереççĕ. Хĕлле ача-пăча йĕлтĕрпе, çунашкапа, конькипе ярăнать.

Кивĕ çĕнĕ çула паллă туса Треньелĕнчи Ыхра юханшывăн сулахай çыранĕ хĕрринче "Чăнкă сăрт" уява пуçтарăнчĕç.

Çут çанталăк парнеленĕ илемлĕ кун ялти ачасемпе пĕрле ватти-вĕтти палăртнă вăхăтра сăрт хĕррине пуçтарăнчĕ. Кам çунашкапа, кам çатăркапа савăнăçлăн ярăна-ярăна анчĕ. Çырма хĕрринче кунĕпех шăв-шав хуçаланчĕ.

Уява йĕркелекенсем - хĕрарăмсен совечĕ, культура ĕçченĕсем - пуçтарăннă ача-пăчана пылак кучченеçпе хăналарĕç. Мероприятие хутшăнакансем хушшинче çемйипе савăнакансем те пулчĕç. 4 ача çитĕнтерекен Константин Паймин çемйи аппăшĕ-тетĕшĕсемпе пĕрле пуçтарăнса пынă. Вĕсене уява йĕркелекенсем торт парса хавхалантарчĕç.

Çут çанталăк илемĕпе киленни, уçă сывлăшпа сывлани, тĕрлĕ хусканусем туни çын сывлăхне çирĕплетме пулăшать.

Ял халăхĕсĕр пуçне Треньелĕнчи сăрт çине кÿршĕ ялсенчен, район центрĕнчен, ытти ялсенчен çемйи-çемйипе савăнма, ярăнма пуçтарăнаççĕ. Канмалли куна усăллă та хаваслă ирттерме кăмăл тăвакансем валли яланах хапăл тăвать Треньелĕн илемлĕ вырăнĕ.