Асăну каçĕ.

Çут çанталăк вăл ăслă та аслă,

Пирĕн хыççăн та юлĕ тĕнче.

Эпир вилĕмсĕр: пирĕн пуласлăх

Тăсăлать хамăр ачасенче.

                                                                  (В.Рыбкин)

    Çак йĕркесене АТ.Краснов вĕрентекенĕмĕршĕнех çырнăн туйăнать. Чăнах та, çак пултаруллă та ырă чун-чĕреллĕ педагога шкул ачийĕ те, садике çÿрекенĕ те мĕн пĕчĕкренех пĕлсе ÿсет. Мĕншĕн тесен вĕсем кулленех пелÿ пухма Александр Тихонович  никĕсленĕ пĕлÿ çуртне утаççĕ.

   Паян А.Т.Краснов пурăннă пулсан 84 çул тултарнă пулĕччĕ. Çак кун хаклă вĕрентекенĕмĕре аса илсе пуçламăш класра вĕрентекенсем ертсе пынипе шку лачисем асăну каçĕ ирттерчĕç. Унта вĕсем А.Т.Краснов ачалăхĕпе, творчествăри ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса презентаци пăхрĕç. Унăн ырă та пархатарлă ĕçĕсене асăнса хăварчĕç. Александр Тихонович пек тăрăшуллă та мухтавлă çын пулас тесен чăн малтан тăван тавралăхшăн, ял халăхĕшĕн мĕн пĕчĕкрен ырă ĕçсем тума тăрăшса  ÿсмеллине   палăртса хăварчĕç. Ачасем асăну каçне вĕрентекене халалласа çырнă сăвăсемпе вĕçлерĕç.